Хресчене маларах консервативлӑ тесе ӳпкелеме пӑхатчӗҫ те, халӗ апла калаймӑн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи агрофирма гендиректорӗ тата Куславкка районӗнчи пӗр фермер хӑйсен хуҫалӑхӗсене шӑвармалли хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме шут тытнӑ. Анчах... хут ҫинче.
Хут чӑтать теҫҫӗ те, ҫырмаллине ҫырса тултарнӑ. Ҫавна-ҫавна туянтӑмӑр тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ярса панӑ. Суя хучӗсене хатӗрлеме вӗсен паллаканӗ те (маларах вӑл мелиораци оборудованипе тивӗҫтерекен организацин официаллӑ мар пайташӗнче тӑрӑшнӑ) пулӑшнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2014 ҫулхи раштавччен ҫапла хӑтланнӑ. Хӑш-пӗр оборудовани хакне пысӑклатса кӑтартнӑ, хӑшне туянман та. Анчах республика хыснинчен 22,5 миллион тенкӗ субсиди шӑкӑрт кӑна килсе выртнӑ. Халӗ ултавҫӑсен ӗҫне суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре тӳрех ултӑ професси конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ: муниципалитет тата республика шайӗнче.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртнӑ. Мала тухнисене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята Муркаш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Паладьева тивӗҫнӗ. Ӑна 150 пин тенкӗ преми панӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинчи Татьяна Шавикова илнӗ. Куншӑн 100 пин тенкӗ парӗҫ. Ытти номинацире 50 пин тенкӗ парӗҫ. Куславккари 3-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Полозова «Чи лайӑх класс ертӳҫи» пулса тӑнӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» ята Шӑмӑршӑ шкулӗнчи Ирина Ревунова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх педагог психолог» — Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш ача сачӗн психолог педагогӗ Елена Визгина.
ЧР Ҫамрӑк педагогсен канашӗ пуҫарӑвӗпе кӑҫал «Педагогика дебючӗ» республика конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Солдатова ҫӗнтернӗ.
(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.
Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв.
Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:
«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.
«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ.
Уй-хире е фермӑна пырса агитбригадӑсем концерт кӑтартасси совет саманинчен пыракан йӑлах-ха. Пӗр вӑхӑтра ӑна пӑрахӑҫланӑччӗ. Юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр тӑрӑхра ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.
Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче юрӑ-ташӑпа вырӑнти артистсем пынине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсен шучӗпе кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнишӗн ӗҫ чарӑнса лармӗ, теприсем вара, канӑҫсӑр чунлисем, чӑрмантарса ҫӳрени вырӑнне хурса вӗчӗрхенеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннӑ та. Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ программӑпа Л. Краскова, Н. Краснова, З. Гурьева, Д. Тюркова тата Ю. Гаврилов «Вега» хуҫалӑхри рабочисем патӗнче пулнӑ. Ҫатрӑкри складра тырӑ эмеллекенскерсем вырӑнти юрӑҫсене кӑмӑлтанах йышӑннӑ, тав тунӑ.
«Ҫурхи хӗвел шевлисене ӑшшӑн сапалать. Урамсене, ял хушшине тирпей-илем кӗртме вӑхӑт ӗнтӗ», — ҫапла лирикӑлла пуҫланӑ Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗ вырӑнта ирттернӗ экологи шӑматкунлӑхӗ пирки хыпарланине. Вӑрман Енӗш клубӗнче ӗҫлекенсем алла кӗрепле-кӗреҫе тытса юр айӗнчен тухнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарма пикеннӗ. «Ушкӑнпа ӗҫ ӳсӗнет», — тенӗ ваттисем. Клуб умӗ самантрах ҫуталчӗ. Тасалӑх куҫа илӗртет, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — ҫунатланнӑн хыпарлаҫҫӗ вырӑнтисем.
Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ районат ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнӑ.
Куславкка Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫнӑ хуласенчен пӗри пулнӑ май ҫулла унти пристане теплоходсем вӗҫӗмех чарӑнаҫҫӗ. Унпа ҫула тухнисем хулапа паллашнӑ май вырӑнти хыснана кӗмӗл хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та туристсене ҫухатасшӑн мар вырӑнтисем. Ун валли вара вӗсене пристань кирлӗ. Ӑна кашни ҫуркунне Шупашкарти юханшыв порчӗ вырнаҫтарать. Тӑкакӑн пӗр пайне порт хӑй ҫине илет, теприне — хула. Пӗлтӗр 2,6 миллионне Куславкка район хыснинчен уйӑрнӑ пулсан, кӑҫал Шупашкар юханшыв порчӗ 4,5 миллион ыйтнӑ. Ку суммӑна карапсене ҫыранпа ҫыхӑнтарни те, дебаркадер (пристане ҫапла калаҫҫӗ) та кӗрет.
Район администрацийӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн, суту-илӗвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Пушков пӗлтернӗ тӑрӑх, район хыснинчен 2,8 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫапа Шупашкар юханшыв порчӗ килӗшессипе килӗшмессине куславккасем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха.
Ҫуркунне ҫитрӗ те хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ мӗнпур тасамарлӑх куҫ тӗлне сиксе тухрӗ. Ҫавна май халӗ пур ҫӗрте те шӑматкунлӑхсем йӗркелеме тытӑнчӗҫ, тавралӑха халӑхпа пуҫтарӑнса тирпейлеҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, япӑхсӑрлатман вырӑнта таса теҫҫӗ та-ха...
Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннӑ. Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех районта санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнине пӗлтернӗ.
Предприятисемпе организацисем хӑйсен тавралли территорие пуҫтараҫҫӗ-тасатаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем, культура ӗҫченӗсем, унти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче шӑматкунлӑха тухса ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. «Пирӗнпе пӗрле полицин участокри уполномоченнӑйӗ А.С. Морозов та ӗҫлерӗ», — тесе пӗлтерчӗҫ ял тӑрӑхӗнче.
Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑн. Уҫасса уҫасшӑн та, анчах кӗмӗл ҫитменни кансӗрлет. Ҫавна кура район администрацийӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене музей валли укҫа уйӑрса пулӑшма ыйтать. Тупрана епле расчет счечӗ ҫине куҫармаллине райадминистраци хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, пӗтӗм экипаж ҫунса каять.
Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят параҫҫӗ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.
Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем вӑл тӑрӑхри тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Куславкка районӗнче паян ирхине, сакӑр сехет ҫитеспе, пысӑк тиевлӗ урапапа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, инкекре икӗ арҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ.
Урапасем федераци трасси ҫинче пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Форд Эксплорер» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Вольвӑпа» пырса тӑрӑннӑ.
«Фордра» ашшӗ, амӑшӗ, вӗсен 2008-мӗш тата 2014-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ачисем тата ачасен аслашшӗ пулнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайнӑ. Арҫынсем иккӗшӗ те ҫавӑнтах куҫӗсене хупнӑ. Ачасен амӑшӗн сывлӑхӗ те ҫӑмӑл мар-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |